
Медиксен ĕçĕ пархатарлă, вĕсем пире сывлăх, пурнăç парнелеççĕ. Паянхи сăмахăм — Патăрьелти больница тухтăрĕсем çинчен. Ку хутĕнче пуçри юн тымарĕсен чирĕсене сиплекен уйрăмпа паллаштаратпăр. Вăл çулталăк каялла кăна уçăлнă. Уйрăм заведующийĕ Марина Плечова невролог каланă тăрăх, çак тапхăрта медиксем 327 çынна вилĕмрен çăлнă.
— Эпир инсульт пулнă çынсене сиплетпĕр. Вăл икĕ тĕрлĕ: ишеми инсульчĕ тата геморраги инсульчĕ. Пĕрремĕшĕнче пуçри юн тымарĕсем патне юн йĕркеллĕ пымасть. Кислород çитменнипе пуçри тĕртĕмсем вилсе пыраççĕ. Çакна пуç мимин инфаркчĕ теççĕ. Геморраги инсульчĕ пуç миминчи юн тымарĕсем çурăлса кайнипе пулаççĕ. Юн пуç мимине юхса тухать. Урăхла каласан, инсультăн тĕп сăлтавĕ — юн тымарĕсем е хупланса ларнинче, е çурăлса кайнинче. Иккĕшĕ те хăрушă чирсен шутне кĕреççĕ, - терĕ Марина Плечова.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (26.02.2026)


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1