
Хаклама пӗлсен .
Иртсе кайсан курӑн ,
Вӑл ялан ҫитмест .
Васкасан кӗске пек ,
Ҫитмесрен хӑран .
Кӗтнӗ чух нимле те ,
Килмес апӑрша .
Е ҫынран килсессӗн ,
Уншӑн чун вӗркет .
Хӑвӑртах ҫитесчӗ ,
Тем мӗшӗлтетет ?
Вӑл иртсе кайсассӑн ,
Тавӑрма пулмасть .
Вӑхӑтра тумастӑн ,
Кайран таврӑнмасть .
Пӗрре шутламастӑн ,
Ҫамрӑкрах чухне .
Иртнине туймастӑн ,
Шел пит ҫулсене .
Кашнин ҫитӗ вӑхӑт ,
Ҫав кӗрхи самант .
Кӗҫ вӑл ҫитсе тӑрӗ ,
Малтан шутламан .
Пайсӑр кам юласшӑн ,
Васкавлӑ ӗмӗрте ?
Ыр тума тӑваншӑн ,
Юлас килмест пӗрре .


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев