Хӗвел те сулӑнать каҫал енне,
Тепре савса чуп турӗ тӗнчене.
Ылтӑнӗпе ачашшӑн ҫупӑрлать,
Йӗри-тавра ахахӗпе сапать.
Тӳпе пӗвенчӗ ӑрӑм тӗссемпе:
Шупка, кӗрен, кӑвак пек тӗлӗпе.
Ытарлӑ куҫӗпе сӑнать пире,
Илемлӗ куллипе тӑрать йӗпре.
Ҫӗр ҫийӗпе йӑсӑрланать ӑрша,
Вылять ун хумӗ. Хӑвалать ӑшша.
Вӑрман ҫипе эреш ӳкерӗнет!
Куҫа илеймӗн! Мӗн тери кӗтрет!
Юхан шывсем, ма путрӑр тунсӑха?
Ан пӑшӑрхатӑр кӗмӗл уйӑха.
Епле хитре эсир ҫак самантра,
Ҫут тӗкӗрле курнатӑр-ҫке, ара!
Ҫӑмха пулса пытанчӗ сар хӗвел.
Кӑшт тӗттӗмленчӗ. Майӗпе хӗве
Каҫ ӗнтрӗкӗ те ҫитрӗ. Кӳ ҫапать.
Ҫуркуннепе каҫпа сулхӑнлатать.
22. 03. 2026. Мая Салампи

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 14
Тав, Алина!
Тавах сире!
Ҫитӗнӳсем сунатӑп.