Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче çуралнă маттур чăвăшăн Геннадий ДОЛГОВĂН чунĕнче çулсерен тăванлах туйăмĕ вăйланса та илемленсе пырать. Вăл пĕртăванĕсене пĕр тĕвве çыхать, хавхалантарать, пĕр-пĕр пысăк ĕç тунă чух вара пурне те ăна пурнăçлама ниме пухать. Геннадий ДОЛГОВ çунатлантарнипе унăн туйăм-шухăшне пĕтĕмлетсе çĕнĕ сăвă çыртăм. Кĕввине унăн шăллĕ "Вирьял" ушкăнăн путларуллă купăсçи Михаил кĕвĕлерĕ. Çĕнĕ юрра сире пурсăра та итлеме сĕнетĕп. Ăна хапăл тусамăр.
Друзья, предлагаю вам новую песню о родственном чувстве, благодаря которому держатся семейные узы. Стихи Альбины Юрату, музыка Михаила Долгова. Песню исполняют родные братья уроженцы деревни Верхние Ачаки Ядринского района Чувашии Геннадий и Михаил ДОЛГОВЫ.
ТĂВАНЛĂХ ТУЙĂМĔ
Тăванлăх туйăмĕ – хăватлă туйăм,
Çыхăнтарать тăвансене.
Ман тăван йăхăм - анлă уйăм,
Упратпăр çирĕп йăлине.
Хушса юрламалли:
Тăван кил кĕрекинче
Пухăнар-и, тăвансем?
Тăван кил ытамĕнче
Çунатланччăр туйăмсем.
Манар мар тăванлăха,
Тăсар хамăран йăха.
Çут тăванлăх туйăмне
Парнелер-и пĕр-пĕрне?
Тăвансăр пирĕн пурнăç питĕ тăлăх,
Пуш-пушах вăл тăван çукран.
Йăх йывăççи пурри чи хаклă пурлăх,
Тăван килте чунпа канан.
Атте-анне пилне асра тытар-и?
Тăванлăх туйăмĕ таса.
Чĕнмесĕрех хастаррăн пулăшар-и?
Тăван ытарлăхне туйса.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1