
«Эпир пĕр хуранти апата çинĕ, ĕмĕр тăршшĕпех çума-çумăн ĕçленĕ», — тет чăвашсен паллă композиторĕн, баянисчĕн, педагогĕн, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Никитинăн мăшăрĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Никитина юрăç.
— «Янташпа» ĕçленĕ чухне кулиса хыçĕнчи пĕтĕм ĕçе Анатолий Никитичпа пĕрле туса пынă. Эпĕ сцена çине тухман малтан. Шкулта ачасен хушшинче икĕ ушкăн пулнă: «Калинка» тата «Шăнкăрав». Вырăсла та, чăвашла та хаваспах юрлатчĕç. Анатолий Никитич шкул тематикипе вырăсла юрă нумай хайланăччĕ. Ачасем хаваспах çӳретчĕç. Кайран чăваш чĕлхи урокĕсене сахаллатрĕç. Мероприяти нумай ирттернĕ. Вĕренекенсем урамра курсан халĕ те тав тăваççĕ, – терĕ Надежда Ивановна.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (03.04.2026)


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев