
«Ача садĕнче тетрадь тĕрĕслемелле мар. Пĕчĕк ачасемпе хам та ачана çаврăнатăп пек. Ватăлмастăп, çамрăкланса пыратăп тейĕн», — йăл кулать вăл. Сăмахăм Çĕрпÿри 6-мĕш [«Юмах»] садикра ĕçлекен, хăй вăхăтĕнче асăннă хулара «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, воспитательсем валли йĕркелекен нумай конкурсра малти вырăнсене йышăнакан Инга Петрова воспитатель çинчен.
— Нумай ачаллă çемьере ÿсни те ĕçре пулăшать. Çемьере эпир тăватă хĕр ÿснĕ. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Эпир иккĕмĕш сыпăкрисемпе туслă çитĕннĕ, çыхăну тытнă. Каникулсенче Пăрăнтăкра кукаçипе кукамай патĕнче пурăннă. Эпир аслăраххисемччĕ, кĕçĕнреххисене пулăшса-вĕрентсе пыраттăмăр. Çавăнпа воспитатель пуласси йывăр ĕç тесе шухăшламан. Эпĕ туслă çемьере ÿснĕ. Халĕ те тăвансемпе, иккĕмĕш тата виççĕмĕш сыпăкрисемпе çыхăну тытатпăр. Атте енчисемпе хутшăннă. Нумаях пулмасть виççĕмĕш сыпăкрисемпе пухăнтăмăр. Ырă çак йăлана малашне те тытса пырасшăн, – терĕ Инга Николаевна.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ номерĕнче (30.09.2025)


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1