
Сар хĕвелĕ йăл кулать,
Çут çанталăк вăранать,
Ăшă туйăм çуралать,
Илемпе тулса ларать.
Кăчкă йывăççи çинче
Кĕмĕл мамăк вĕлкĕшет.
Сарă хăлханкийĕпе
Хурт-хăмара илĕртет.
Кăчкă папки çурăлать,
Тутлă шăршă сарăлать.
Пыл хурчĕ те савăнать,
Нектарне пухма васкать.
Сарă çÿçлĕ хĕрсем пек
Кăпăшка сар çеçкисем,
Тин тухнă чĕпĕсем пек
Илĕртеççĕ-çке вĕсем.
Кăвак сухал сăр куçпа
Сăнать пĕтĕм таврана.
Савса çутă туйăмпа
Тыткăна илет мана.
Мелания Никифорова.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев