
❤️❤️❤️🌹🌹🌹🍓
Тӑван ял ҫыннисем ӗлӗкрен
Симӗс "ылтӑн" ӳстернӗ йышпа .
Ӗҫӗсем пит кал -кал пынӑран
Хӑмлапа халӑх тухнӑ чапа.
Ешерен уй -хирсем , вӑрмансем
Ыталаҫҫӗ яла пур енчен.
Ишпуҫсем пултаруллӑ , ӗҫчен ,
Кӑтартуллӑ , паха ӗҫӗсем.
Чечекри улӑхсем , ҫарансем
Илӗртеҫҫӗ куҫа аякран .
Шӑнкӑр -шӑнкӑр юхан ҫӑлкуҫсем
Йыхӑрса сас параҫ ҫырмаран.
Туслӑхпа килӗшӳ пулнӑран
Ҫутӑ ӗмӗт сӳнмест ял - йышра.
Ҫӗннине пурнӑҫа хывнӑран
Чыс - хисепӗ ӳсет таврара.
Хаклӑ ялӑм , чунри Ҫӗн Ишпуҫ ,
Ҫулсерен ҫӗнелсе тӑтӑш ӳс.
Малашне те ҫаплах ҫирӗп ут ,
Кашниех саншӑн пултӑр ыр тус.
( св).
. 22 03 . 2026.
.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев