К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шуашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ) Юхма Мишши ҫыравҫӑн 90 ҫулхине халалласа «Чӑвашлӑх ҫыравҫи» курав уҫӑлнӑ.
Чӑваш Енри балет артистне нумаях пулмасть тава тивӗҫлӗ панӑ. Кунта сӑмах Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артисчӗ Антон Алимов пирки пырать.
Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси».
Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑмӑрӑн ҫак хулинчи Тулаш ҫыхӑнупа ӗҫлекен комитетпа пирӗн республика Чӑваш культурин кунне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме калаҫса татӑлнӑ.